Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шпилевский Сергей Михайлович

Шпилевский Сергей МихайловичАтӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне лайӑх пӗлнӗ вырӑс историкӗ. 1833 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. 1907 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче Ярославльте ҫӗре кӗнӗ.

Кун-ҫулӗ

1870–1885 ҫулсенче Хусан университечӗн профессорӗ пулнӑ. 1885–1904 ҫулсенче Ярославльти юридици лицейӗн директорӗ вырӑнне йышӑннӑ.

Ӗҫӗсем

1877 ҫулта вӑл «Древние города и другие булгаро-татарские памятники в Казанской губернии» (Хусан кӗпернийӗнчи авалхи хулисемпе ытти пӑлхар-тутар палӑкӗсем) ӗҫ кӑларнӑ. Унта вӑл археологи палӑкӗсемпе историллӗ ҫӑлкуҫсене пухнӑ. Ҫапла вара вӑл питӗ паха япала пулса тӑнӑ.

Редактор ӗҫӗ те уншӑн ют пулман. Вӑл ертсе пынипе, тӗслӗхрен, «Справочный листок г. Казани» (1867 ҫултанпа), «Камско-Волжское слово» (1882) хаҫатсем тухма пуҫланӑ. 1867 ҫултанпа официаллӑ майпа тухман «Казанские губернские ведомости» кӑларӑмӑр редакторӗ пулнӑ.

Вуламалли

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-07-21 12:01:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6332 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем